Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 8:35 - Синодальный НЗ

35 Ҫынсем мӗн пулнине курма тухнӑ та Иисус патне пынӑ. Унпа юнашарах усалсенчен тасалнӑ, тӑхӑнса тумланнӑ ҫын чипер ӑс-тӑнпах ларнине курсан вӗсем хӑраса ӳкнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 8:35
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.


Хайхисем Иисус патне пынӑ та акӑ мӗн курнӑ: ҫав ҫын, пулккипе усал ернӗскер, тумланса ларнӑ та чипер ӑс-тӑнпах ларать. Ҫакна курсан вӗсем хӑрасах кайнӑ.


Унӑн Мария ятлӑ йӑмӑкӗ пулнӑ. Вӑл Иисус ури патне пырса ларнӑ та Ун сӑмахӗсене итлеме пуҫланӑ.


Юлашкинчен вӑл шухӑшласа илнӗ те: „Аттем килӗнче мӗн чухлӗ тарҫӑ тӑраничченех ҫӑкӑр ҫиет, эпӗ кунта выҫӑ вилетӗп! – тенӗ.


Виҫӗ кунран тин вӗсем Иисуса Турӑ Ҫуртӗнче тупнӑ. Вӑл унта вӗрентекенсене итлесе ларнӑ, Хӑй те вӗсене ыйтусем панӑ.


Иисус ҫыран хӗррине тухсан Ӑна хулари пӗр ҫын тӗл пулнӑ; вӑл тахҫантанпах усал ернипе асапланнӑ. Ҫавскер тумтирсӗрех ҫӳренӗ, пурӑнасса та пӳрт-ҫуртра мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенче пурӑннӑ.


Сысна пӑхакансем мӗн пулса иртнине курсан хуланалла чупнӑ, хӑйсем мӗн курнине хулара та, таврари ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ.


«Эпӗ Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ вӑл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ те сирнешкелех мӑн асаттемӗрсен саккунне тӗрӗс тытса пыракан, Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын.


Кам ҫылӑха кӗрет, ҫав вара шуйттанӑн, мӗншӗн тесен малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Шуйттан ӗҫӗсене путлантарма килнӗ те ӗнтӗ Турӑ Ывӑлӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ