32 Ҫавӑнтах, сӑрт ҫинче, пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. Усалсем Иисусран ҫав сыснасен ӑшне кӗме ирӗк памашкӑн тархасласа ыйтнӑ. Иисус вӗсене чарман.
Сӑваплӑ япалана йытӑсене пӑрахса ан парӑр, хаклӑ ӗнчӗ шӑрҫана та сыснасем умне ан сапалӑр – вӗсем ӑна таптӗҫ кӑна, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ».
Усал сывлӑшсем, хӑйсене тӗпсӗрлӗхе ан ятӑр тесе, Иисуса йӑлӑнма пуҫланӑ.
Усал сывлӑшсем ҫын ӑшӗнчен тухнӑ та сыснасем ӑшне кӗнӗ. Вара сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан кӳлле сикнӗ те путса вилнӗ.
«Ҫӳлтен паман пулсан санӑн Манпа пуҫ пулма нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ, – тавӑрнӑ Иисус, – ҫавӑнпа Мана сан аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ».
Эй, ачамсем! Эсир – Туррӑн, эсир суя пророксене ҫӗнтертӗр, мӗншӗн тесен сирӗнти Турӑ Сывлӑшӗ тӗнчери ытти сывлӑшсенчен хӑватлӑрах.
Кайран, пин ҫул иртсессӗн, шуйттана тӗрминчен кӑларӗҫ. Вӑл тӗнчен тӑватӑ кӗтессинчи халӑхсене, Гог тата Магог текенскерсене, илӗртсе улталаса ҫӳрӗ, вӗсене вӑрҫа хатӗрленмешкӗн пӗр ҫӗре пуҫтарӗ. Вӗсен шучӗ – тинӗс ҫыранӗнчи хӑйӑр пӗрчисем чухлех.