30 Иисус унран: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ. «Пулккипех», – тенӗ лешӗ, мӗншӗн тесен ун ӑшне нумай-нумай усал кӗнӗ.
Е Эпӗ халӗ Аттемрен тархасласа ыйтма пултараймӑп тетӗн-и? Ыйтсан, Вӑл ҫак самантрах Ман патӑма вун икӗ пулккӑ та ытла ангел ярӗ.
Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн».
Эрнен малтанхи кунӗнче, вырсарни кун, ирпе ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Хӑй унччен ҫичӗ усал сывлӑша хӑваласа кӑларнӑ Мария Магдалинӑна курӑннӑ.
«Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ унран Иисус. «Эпир нумаййӑн, ҫавӑнпа та эпӗ „пулккипех“ ятлӑ», – тенӗ Ӑна лешӗ.
тата усал сывлӑшран, чиртен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пынӑ. Вӗсем хушшинче ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина текен Мария,
Мӗншӗн тесен Иисус усал сывлӑша ҫав ҫын ӑшӗнчен тухма хушнӑ. Усал сывлӑш ӑна нумай ҫул асаплантарнӑ пулнӑ. Ҫынсем унӑн алли-урине сӑнчӑрласа-тимӗрлесе сыхланӑ пулин те, вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ; вара усал сывлӑш ӑна ҫын пурӑнман вырӑна хӑваласа кайнӑ.