Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 8:22 - Синодальный НЗ

22 Пӗррехинче Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: «Кӳлӗ тепӗр енне каҫар-ха». Унтан вӗсем ишме пуҫланӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 8:22
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тинӗс леш енне Хӑйӗнчен маларах ишсе каҫма хушнӑ, Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.


Хӑй тавра халӑх пит нумай пухӑннине асӑрхасан вӗренекенӗсене Иисус кимӗпе тепӗр енне ишсе каҫма хушнӑ.


Иисус тинӗс леш енчен кимӗпе каялла тавӑрӑннӑ. Хӑй патне халӑх йышлӑ пухӑннӑран Вӑл пӗр вӑхӑт тинӗс хӗрринчех пулнӑ.


Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне, Вифсаидӑналла, кимӗпе ишсе каҫма хушнӑ. Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.


Вӗсенчен уйӑрӑлсан Иисус каллех кимӗпе тинӗс тепӗр енне кайма тухнӑ.


Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ.


Ишсе пынӑ чух Иисус ҫывӑрса кайнӑ. Кӳлӗ ҫинче ҫил-тӑвӑл тухнӑ. Хум ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑран вӗсем хӑрушӑ инкеке кӗрсе ӳкнӗ.


Усал сывлӑшсем ҫын ӑшӗнчен тухнӑ та сыснасем ӑшне кӗнӗ. Вара сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан кӳлле сикнӗ те путса вилнӗ.


Кайран Иисус Галилея тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ. Ку тинӗсе тата Тивериада тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ.


Пирӗн хулара Аси ҫыранӗ хӗррипе кайма пуҫтарӑннӑ пӗр Адрамит карапӗ чарӑннӑччӗ. Эпир ҫавӑн ҫине лартӑмӑр та тинӗсе тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле тата Македони ҫынни, фессалоникӑсем Аристарх пурччӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ