19 Иисусӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Ун патне пынӑ, анчах ҫын нумай пулнӑран вӗсем Ун ҫывӑхне пырайман.
Иисусӑн ӑс-пуҫӗ йӗркеллех мар тенине илтсен тӑванӗсем Ӑна илме пынӑ.
«Сана курасшӑн тулта Аннӳпе тӑванусем кӗтсе тӑраҫҫӗ», – тенӗ Иисуса.