18 Ҫапла вара хӑвӑр епле итленине асӑрхӑр. Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне пур тесе шутланине те туртса илӗҫ».
Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн ытлашшипех пулӗ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ.
Мӗншӗн тесен камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ. Камӑн ҫук, мӗн пуррине те туртса илӗҫ.
«Даниил пророк калани ҫитсен, ирсӗр пулмалла мар вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, – Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр.
„Калатӑп сире: камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пур пеккине те туртса илӗҫ, – тенӗ хуҫа.
«Ҫак сӑмахӑмсене эсир лайӑх астуса юлӑр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ».
Ҫырла туман туратӑмсене Вӑл касса пӑрахать. Ҫырла тӑвакан туратсене Вӑл, ҫырли тата нумайрах пултӑр тесе, иртсех, тасатсах тӑрать.
Эпӗ ҫавӑнтах сан патна ҫынсем ятӑм. Эсӗ килни аван пулчӗ. Турӑ сана мӗн хушнине йӑлтах итлесчӗ тесе эпир халӗ пурте Турӑ умӗнче тӑратпӑр».
Кунти халӑх Фессалоника ҫыннисенчен пархатарлӑрах пулнӑ, Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ. Кунсеренех вӗсем апостолсем вӗрентнине Ҫырнинче каланипе танлаштарса тӗрӗсленӗ.
Хама панӑ апостол ирӗкӗпе усӑ курса сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑра мӑнна ан хурӑр; хӑвӑра сӑпайлӑн, Турӑ панӑ ӗненӳпе виҫеллӗн хаклӑр.
Хӑйне пророк вырӑнне е Турӑ Сывлӑшӗллӗ ҫын вырӑнне хуракан эпӗ сирӗн патӑра ҫырни Хуҫамӑрӑн пил-хушӑвӗ пулнине ӑнлантӑр.
Хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр. Ҫак тӗнчере кам хӑйне ӑслӑ тесе шутлать, чӑннипех те ӑслӑ пулас тесессӗн ӑссӑр пултӑр.
Кам мӗне те пулин пӗлсе ҫитрӗм тет, ҫавӑ кирлӗ таран нимӗн те пӗлмест.
Паллах, ӳт-пӗве шанмашкӑн манӑн та сӑлтавӑм пур. Ҫав сӑлтавӑм ӳт-пӗве шанакан кирек камӑннинчен те ытларах.
Ҫавӑнпа та пирӗн, Турӑ ҫулӗнчен пӑрӑнса каяс мар тесен, хамӑра мӗн вӗрентнине асра тытмалла.