17 Вӑрттӑн туни курӑнмасӑр юлни ҫук, пытарса хӑварни те палӑрманни, ҫиеле тухманни ҫук.
«Ҫапла вара, хӑвӑра хирӗҫ ҫынсенчен ан хӑрӑр: пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех, вӑрттӑнни те паллӑ пулатех.
Вӑрттӑнни те паллӑ пулатех, пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех.
Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.