Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 8:15 - Синодальный НЗ

15 Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем илтнӗ сӑмаха ырӑ та таса чун-чӗрере упраҫҫӗ, тӳсӗмлӗ пулса тулли пучах кӑлараҫҫӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 8:15
40 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ.


«Турӑ сӑмахне илтекенсем, ӑна пурнӑҫлакансем телейлӗ», – тенӗ вара Иисус.


Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. Этемӗн кӑмӑлӗ мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать».


Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах та пурӑнан пурӑнӑҫра вӗсене хӗвӗшӳ, пуянлӑх, ҫӗр ҫинчи киленӗҫ пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.


Иисус татах каланӑ: «Ҫутаткӑҫ ҫутсан никам та ӑна чӳлмекпе хупласа хумасть, кравать айне те лартмасть. Пӳрте кӗрекенсем ҫутӑра курччӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтарать.


«Мана юрататӑр пулсан Манӑн пил-хушусене пӑхӑнса пурӑнӑр.


Эпӗ Аттем хушнине туса тӑнӑран Унӑн юратулӑхӗпе пурӑнатӑп. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир те Ман юратулӑхӑмпа пурӑнӑр.


яланхи ырӑ ӗҫпе мухтав, хисеп, вилӗмсӗрлӗх илме тӑрӑшакансене – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ;


Анчах та халӗ, эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чурисем пулса тӑрсассӑн, ырӑ ӗҫӗрсем сире сӑваплӑх параҫҫӗ, ҫав ӗҫсемпе эсир ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулӑр.


Ман ӑшӑмра, ман ӳт-пӗвӗмре ырри пурӑнманнине эпӗ пӗлетӗп. Мӗншӗн тесен манра ырӑ тӑвас килни пур, анчах та эпӗ ырӑ тӑваймастӑп.


Эй, тӑванӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах: хӗрес ҫинче пӑталаса вӗлернӗ Христос ӳчӗпе пӗрле саккуншӑн вилӗ шутланатӑр. Халӗ вара эсир Турра усӑ кӳмешкӗн вилӗмрен Чӗрӗлнин пулатӑр.


Эпир куҫ умӗнче ҫуккине шанатпӑр, ӑна тӳсӗмлӗн кӗтетпӗр.


Ӳт кастарни, ӳт кастарманни пекех, ниме те пӗлтермест. Чи кирли – Турӑ пил-хушӑвӗсене пӑхӑнса пурӑнасси.


Мӗншӗн тесен эсир Унӑн ырӑлӑхӗпе ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр. Ку вара сирӗн тивӗҫӗр мар, Турӑ парни.


Иисус Христос урлӑ илнӗ тӳрӗлӗхӗн тулӑх ҫимӗҫне пула сирӗн Турра мухтава кӑлармалла пултӑрччӗ тетӗп.


Сирӗн Турра тивӗҫлӗ, пур тӗлӗшрен те Ӑна юрӑхлӑ пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр. Кирек епле ырӑ ӗҫӗр те тухӑҫлӑ пултӑрччӗ, Турра пӗлесси ӳссех пытӑрччӗ.


Турӑ ирӗкне пурнӑҫласчӗ тесе, Вӑл сӑмах парса шантарнине илесчӗ тесе, малашне те тӳсӗмлӗ пулӑр.


Ҫавӑнпа та пирӗн, Турӑ ҫулӗнчен пӑрӑнса каяс мар тесен, хамӑра мӗн вӗрентнине асра тытмалла.


Чӑтӑмлӑх сире аталантарӗ, вара эсир тулли пахалӑхлӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулӑр.


Эпир Ӑна пӗлсе ҫитни Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пынинчен курӑнать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ