Лука 8:14 - Синодальный НЗ14 Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах та пурӑнан пурӑнӑҫра вӗсене хӗвӗшӳ, пуянлӑх, ҫӗр ҫинчи киленӗҫ пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Ҫавӑнпа та Христос вӗрентӗвӗн пуҫламӑшӗнчен тулли пӗлӳ патне хӑвӑртрах куҫар. Никӗсри ансат чӑнлӑхсем ҫинчен: ҫылӑхлӑ ӗҫсем тума пӑрахасси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, тӗне кӗрессипе алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, ӗмӗрлӗх суд ҫинчен тӑтӑшах калаҫар мар, Вӑл вӗрентнине тӗплӗнрех пӗлсе ҫитме васкар.