Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 8:12 - Синодальный НЗ

12 Ҫул хӗррине ӳкни – сӑмаха илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах, ӗненсе ан ҫӑлӑнччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те Турӑ сӑмахне вӗсен чӗринчен вӑрласа каять.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 8:12
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫул хӗррине ӳкни Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗрентнине илтсе те ӑнланайман ҫынна пӗлтерет. Ун патне шуйттан пырать те чӗрине акнине вӑрласа каять.


Акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ та ҫав пӗрчӗсене сӑхса пӗтернӗ.


Ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет: хӑш-пӗрисем вӗрентнӗ сӑмаха итлеҫҫӗ, анчах та илтсенех вӗсем патне шуйттан пырать те вӗсен чун-чӗрине акнине вӑрласа каять.


«Ҫак ытарлӑх акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх вӑл – Турӑ сӑмахӗ.


Чуллӑ ҫӗре ӳкни вара ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем Турӑ сӑмахне илтсен хавасланса йышӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсем тымарсӑр. Унашкаллисем пӗр вӑхӑт ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, анчах та тӗрӗслев вӑхӑтне тӳсеймесӗр ӗненме пӑрахаҫҫӗ.


«Пӗр акаҫӑ вӑрлӑх акма тухнӑ. Вӑл акнӑ чух хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ; вара вӗсене таптаса пӗтернӗ, вӗҫен кайӑксем ҫисе янӑ.


Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ