11 «Ҫак ытарлӑх акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх вӑл – Турӑ сӑмахӗ.
«Эппин акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх мӗне пӗлтернине тӑнлӑр:
Ҫул хӗррине ӳкни Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗрентнине илтсе те ӑнланайман ҫынна пӗлтерет. Ун патне шуйттан пырать те чӗрине акнине вӑрласа каять.
«Ҫак ытарлӑха та ӑнланмастӑр-и? – тенӗ вӗсене Иисус. – Ыттисене вара епле ӑнланса илӗр?
Ҫул хӗррине ӳкни – сӑмаха илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах, ӗненсе ан ҫӑлӑнччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те Турӑ сӑмахне вӗсен чӗринчен вӑрласа каять.
Эппин тӗрлӗ тасамарлӑхран, юлнӑ ҫилӗрен хӑтӑлӑр. Чунӑрсене ҫӑлма пултаракан ӳкӗт сӑмахне йӑвашшӑн ӑша хывӑр.