10 Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме панӑ. Ыттисене, пӗлме паманнисене, Эпӗ ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ».
Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп.
«Телейлӗ эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, мӗншӗн тесен сана ҫав чӑнлӑха этем мар, Манӑн Ҫӳлти Аттем уҫса пачӗ.
Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ. Ыттисене вара, тивӗҫлӗ маррисене, Эпӗ йӑлтах ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем куҫӗпе пӑхсан та курмаҫҫӗ, хӑлхипе илтсен те ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та, ҫылӑхӗсене каҫарттарас тесе, Турӑ енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».
«Ҫак халӑхӑн куҫӗ суккӑрланнӑ, чун-чӗри хытса ларнӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Вӑл пире сываттӑрччӗ тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».
Ҫаксене йӑлтах пӗр Сывлӑш туса тӑрать; Вӑл, Хӑйне кирлӗ пек, кашни ҫыннах уйрӑм пултарулӑх парать.
Вӗсен чӗрисем чи паха ӑнланулӑхпа пуянланма тата Атте Турӑпа Христос вӑрттӑнлӑхне пӗлме юратулӑхпа пӗрлешчӗр тесе, эпӗ вӗсене хастарлатма тӑрӑшатӑп.
Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.