Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 7:8 - Синодальный НЗ

8 Эпӗ аслисене пӑхӑнса тӑратӑп пулин те, манӑн хама пӑхӑнса тӑракан салтаксем те пур. Эпӗ вӗсенчен пӗрне: „Кай!“ – тесен, вӑл каять. Тепӗрне: „Кил!“ – тесен, вӑл пырать. Тарҫӑма та: „Ҫавна ту!“ – тесе хушсан, вӑл тӑвать».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 7:8
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Сан патна пыма та хама тивӗҫсӗр тесе шутларӑм. Эсӗ хуш кӑна, вара тарҫӑм сывалӗ.


Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ. Унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫавӑрӑнса: «Калатӑп сире, кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ», – тенӗ.


Павел ҫӗрпӳсенчен пӗрне чӗнсе илтернӗ те ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак ачана пинпӳ патне ертсе кайӑр-ха, унӑн ӑна темскер каламалли пур».


Вара, икӗ ҫӗрпӗве чӗнсе илсе, ҫапла хушнӑ: «Ик ҫӗр салтак, ҫитмӗл юланут тата ик ҫӗр ухӑҫӑ хатӗрлӗр. Каҫхине тӑхӑр сехетсенче вӗсен Кесарине каймалла.


«Эпӗ, Клавдий Лисий, хисеплӗрен те хисеплӗ Феликс пуҫлӑха салам яратӑп.


Ҫапла ӗнтӗ салтаксем, хӑйсене хушнине пурнӑҫласа, Павела ҫӗрле Антипатридӑна илсе кайнӑ.


Ҫӗрпӗве вӑл Павела хуралласа усрама хушнӑ, анчах та ӑна хӗсӗрлеме чарнӑ. Унӑн ҫывӑх ҫыннисене ун патне пырса ҫӳреме, ӑна пулӑшса тӑма пӗрне те чарма хушман.


Эпӗ ун пирки император патне мӗн ҫырса ямаллине те пӗлместӗп. Ҫавӑнпа та ӑна сире, уйрӑмах, Агриппа патша, сана, кӑтартас терӗм. Эсир лайӑхрах тӗпчесе пӗлсен вара мӗн ҫырса ямалли те паллӑ пулӗ.


Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене пур тӗлӗшӗнчен те пӑхӑнӑр. Йӑпӑлтисем пек вӗсене куҫ умӗнче юрас тесе кӑна мар, Турӑран хӑраса, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ