Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 7:6 - Синодальный НЗ

6 Вара Иисус вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Вӑл ҫӗрпӳ ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ Ӑна хирӗҫ ҫапла калама тусӗсене янӑ: «Эй, Хуҫамӑр, ан чӑрман! Сана хамӑн кил-ҫуртӑма чӗнсе кӗртме эпӗ тивӗҫлӗ мар.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 7:6
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».


Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.


Вара Иисус унпа пӗрле кайнӑ. Ун хыҫҫӑн халӑх йышлӑн кӗпӗрленсе пынӑ.


Петр текен Симон ҫавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуҫамӑр! Манпа, ҫылӑхлӑ ҫынпа, пӗрле ан пулсам, кайсам», – тенӗ.


Лешсем Иисус патне пырсан Унран йӑлӑнса ыйтнӑ: «Ҫав ҫӗрпӳ Санран пулӑшу илме тивӗҫлӗ ҫын.


Вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ».


Сан патна пыма та хама тивӗҫсӗр тесе шутларӑм. Эсӗ хуш кӑна, вара тарҫӑм сывалӗ.


Иисус ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен ӑна пӗр ҫын пырса каланӑ: «Хӗрӳ вилсе кайрӗ ӗнтӗ, Вӗрентекене ан та чӑрмантар».


Турӑ Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлӑш тата вӑй-хӑват пачӗ. Вӑл пур ҫӗрте те ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене сыватса ҫӳрерӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ.


Хуҫа Турӑ умӗнче мӗскӗн пулӑр, Вӑл вара сире асла кӑларӗ.


Анчах та Турӑ пире тата пысӑкрах ырӑлӑх парать. Ҫавӑнпа та Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫлет, йӑвашшисене вара ырӑлӑхне парать».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ