50 Иисус вара ҫав хӗрарӑма: «Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях ӗнтӗ», – тенӗ.
Иисус ҫавӑрӑннӑ та ӑна асӑрхаса ҫапла каланӑ: «Хӑюллӑ пул, хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Хӗрарӑм вара ҫав самантрах сывалнӑ.
Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ каях, ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Вӑл вара ҫав самантрах куракан пулнӑ та ҫулпа Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
«Хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана. Канӑҫлӑ каях, чирӳнтен сывал!» – тенӗ вара ӑна Иисус.
Унтан Иисус ӑна: «Эсӗ тӑрса каях, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ», – тенӗ.
Иисус ӑна каланӑ: «Куракан пул! Ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ».
Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ. Унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫавӑрӑнса: «Калатӑп сире, кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ», – тенӗ.
Ҫапла вара хӑвӑр епле итленине асӑрхӑр. Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне пур тесе шутланине те туртса илӗҫ».
Унӑн вун икӗ ҫулхи пӗртен-пӗр хӗрӗ пулнӑ, вӑл та пулин вилесле чирлӗ выртнӑ. Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ чухне Ун тавра халӑх кӗпӗрленсе пынӑ.
Иисус ӑна каланӑ: «Хӗрӗм! Хӑюллӑ пул, ӗненӗвӳ сана ҫӑлчӗ, канӑҫлӑ каях», – тенӗ.