Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 7:47 - Синодальный НЗ

47 Ҫавӑнпа калатӑп сана: унӑн, ҫылӑха нумай кӗнӗскерӗн, юратулӑхӗ нумай пулнӑран ҫылӑхӗсем каҫарӑнаҫҫӗ. Камӑн ҫылӑхӗ сахал каҫарӑнать, ҫав сахал юратать».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 7:47
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ашшӗне е амӑшне Мана юратнинчен те ытларах юратакан Мана тивӗҫлӗ мар. Ывӑлне е хӗрне Мана юратнинчен те ытларах юратакан та Мана тивӗҫлӗ мар.


Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!»


Эсӗ Манӑн пуҫӑма тип ҫу та сӗрмерӗн, вӑл вара Манӑн урасене мирӑ сӗрчӗ.


Вара Иисус хӗрарӑма каланӑ: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ».


Израиль халӑхне ӳкӗнтерес тесе, ҫылӑхӗсене каҫарас тесе Турӑ Ӑна, Пуҫлӑха тата Ҫӑлакана, Хӑйӗн аллипе ҫӗклесе Хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна, лартрӗ.


Саккун каярахпа килнӗ, ҫавна пула ҫылӑх нумайланнӑ. Ҫылӑх нумайлансан вара Турӑ ырӑлӑхӗ татах нумайланнӑ.


Мӗншӗн тесен пире Христос юратулӑхӗ ертсе пырать. Эпир ҫапла шухӑшлатпӑр: пӗри пуриншӗн те вилнӗ пулсассӑн, эппин пурте вилнӗ.


Мӗншӗн тесен Христос Иисусӗпе пӗр пулсан, ӳт кастарнипе кастарманни ниме те пӗлтермест. Чи кирли вара – юратулӑхра палӑракан ӗненӳ.


Иисус Христос Хуҫамӑра ӗмӗр-ӗмӗр юратакансене пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.


Сирӗн юратулӑхӑр пӗлӳллӗрех, тиркевлӗрех пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп.


Иисус Христоса ӗненсе юратсан вара чун-чӗрем Хуҫамӑрӑн Иисус Христосӑн ырӑлӑхӗпе тулчӗ.


Енчен те эпир, Вӑл ҫутӑра ҫӳренӗ евӗрлех, ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан – эппин пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр. Эппин Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире тӗрлӗ ҫылӑхран тасатать.


Эй, ачамсем! Сӑмахпа е чӗлхепе юратар мар, ӗҫпе тата чӑнлӑхпа юратар.


Турӑ пире маларахран юратнӑ, ҫавӑнпа та Ӑна юратар.


Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыни Ӑна юратни пулать те. Унӑн пил-хушӑвӗсем вара йывӑрах та мар.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ