45 Эсӗ Мана тӑванла чуптумарӑн, вӑл вара Эпӗ килнӗренпех Манӑн урасене пӗр чарӑнмасӑр чуптӑвать.
Сутаканӗ ушкӑнрисене ҫапла паллӑ пама калаҫса татӑлнӑ: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ, эсир вара Ӑна ярса тытӑр».
Пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса ырӑ сунӑр. Христос чиркӗвӗсем те пурте сире салам яраҫҫӗ.
Мӗн пур ӗненекен тӑвансенчен сире салам. Эсир те пӗр-пӗрне сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр.
Эсир те, ашшӗсем, ачӑрсене пули-пулми ан тарӑхтарӑр. Вӗсене Хуҫа Турӑ вӗрентӗвӗпе тата ӳкӗчӗпе пӑхса ӳстерӗр.
Ӗненекен мӗн пур тӑванӑмӑрсене сӑваплӑн, тӑванла чуптуса саламлӑр.