Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 7:44 - Синодальный НЗ

44 Унтан Вӑл, хӗрарӑм енне ҫавӑрӑнса, Симона каланӑ: «Ҫак хӗрарӑма эсӗ куратӑн-и? Эпӗ санӑн кил-ҫуртна кӗтӗм, ҫапах эсӗ ура ҫума Мана шыв та памарӑн. Ку хӗрарӑм вара Ман урасене куҫҫулӗпе ҫуса, хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлса типӗтрӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 7:44
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хӗрарӑм, хыҫалтан пырса, Иисус ури патӗнче йӗрсе тӑнӑ. Унӑн урисем ҫине куҫҫуль юхтарса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Вӑл Иисусӑн урисене чуптӑва-чуптӑва мирӑпа сӗрнӗ.


«Хӑшне ытларах каҫарнӑ, ҫавӑ тесе шутлатӑп эпӗ», – тенӗ Симон. «Эсӗ тӗрӗсех шухӑшлатӑн», – тенӗ Иисус.


Унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсен урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ ал шӑллипе шӑла пуҫланӑ.


Ҫав тӑлӑх арӑмсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрмалла: ачисене пӑхса ӳстермелле, ӗненекен ҫул ҫӳренсемпе тарават пулмалла, ӗненекен тӑвансен урисене ҫуса ямалла, инкеке лекнисене пулӑшмалла, кирек епле ырӑ ӗҫе те тӑрӑшса тумалла.


Эсир вара чухӑна хапӑл тумастӑр. Сире пусмӑрлакансем пуянсем мар-им? Сире судсем тӑрӑх сӗтӗрекенсем те вӗсем мар-им?


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ