Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 7:40 - Синодальный НЗ

40 Иисус ун енне ҫавӑрӑнса: «Симон, Ман сана пӗр сӑмах каламали пур», – тенӗ. Симон вара: «Вӗрентекен, кала», – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 7:40
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӑл ҫавӑнтах Иисус патне пынӑ та: «Сывлӑх сунатӑп, Равви!» – тесе Ӑна чуптунӑ.


„Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр! Эпир Сан ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-им? Усалсене Сан ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-им? Сан ятупа тӗлӗнмелле ӗҫ нумай тумарӑмӑр-им?“ – тейӗ Мана чылайӑшӗ суд кунӗ ҫитсен.


Пӗр пуҫлӑх Иисусран ыйтнӑ: «Эй, Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла?»


Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эсир мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр?


Ҫавна илтсен Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ.


Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлнӗ, ҫавӑнпа Вӑл алли типнӗ ҫынна: «Тӑр та халӑх умне тух», – тенӗ. Лешӗ тӑнӑ та тухнӑ.


Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!»


Иисус ҫапла каланӑ: «Икӗ ҫын кивҫен паракана парӑмлӑ пулнӑ: пӗри пилӗк ҫӗр динарий чухлӗ, тепри алӑ динарий чухлӗ.


– Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Хуҫамӑр тетӗр. Тӗрӗсех калатӑр, Эпӗ, чӑнах та, сирӗн Вӗрентекенӗр тата Хуҫӑр.


Хӑйӗнчен мӗн ыйтасшӑн пулнине пӗлсе Иисус ҫапла каланӑ: «Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр, тепӗртакран каллех курӑр, терӗм Эпӗ. Эсир пӗр-пӗринпе ҫавӑн ҫинчен калаҫатӑр-и?


– Ӗнтӗ эпир Эсӗ йӑлтах пӗлсе тӑнине куратпӑр. Эпир ҫӑвар уҫичченех Эсӗ Хӑвӑнтан мӗн ыйтасса пӗлетӗн. Ҫавӑнпа Эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр».


Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ