37 Ҫак хулара ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл фарисей килӗнче Иисус апат ҫинине пӗлнӗ те алебастр савӑтпа ырӑ шӑршӑллӑ ҫу, мирӑ, илсе пынӑ.
Икӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурнӑҫланӑ?» «Пӗрремӗшӗ», – тенӗ Ӑна. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ.
Налук пухаканӗ кӑна пуҫне ҫӗклеме те хӑяймасӑр аякра тӑнӑ. Вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа каланӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Хӗрхен мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“
Ҫавна курсан ҫынсем: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ!» – тесе Иисуса ӳпкелешме пуҫланӑ.
Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусӑн вӗренекенӗсене ӳпкелешсе каланӑ: «Мӗншӗн эсир налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр?»
Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ».
Этем Ывӑлӗ килчӗ: ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать. Вӑл налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – тетӗр эсир.
Пӗр фарисей Иисуса хӑнана чӗннӗ. Иисус вара ун килне кӗнӗ те ҫиме ларнӑ.
Ҫав Мария кайран Хуҫамӑра мирӑ сӗрсе Унӑн урисене хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлаканни пулнӑ. Чирлесе ӳкнӗ Лазарь шӑпах унӑн пиччӗшӗ пулнӑ.
Ҫапла вара, иудейсем куракан пулнӑ ҫынна татах тепӗр хут чӗнсе илнӗ. «Суймастӑп тесе Турра асӑн, – тенӗ вӗсем ӑна, – Вӑл ҫылӑхлӑ Ҫын пулнине эпир пӗлетпӗр».
Анчах та ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлеменнине пӗлетпӗр вӗт-ха. Вӑл Хӑйне хисеплекене, Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлакана кӑна итлет.
Христос вара пирӗншӗн эпир ҫылӑхлӑ чухнех вилнӗ. Ҫапла майпа Турӑ пире Хӑй епле юратнине кӑтартса панӑ.
Эпӗ калани чӑн, ҫав сӑмаха пирӗн тӗппипех йышӑнмалла: Христос Иисус ҫак тӗнчене ҫылӑхлисене ҫӑлма килнӗ. Эпӗ – ҫылӑхлисенчен те ҫылӑхлӑрах.
Унашкал ҫын хӑй те ҫакна лайӑх пӗлет: саккуна тӳрӗ пурӑнакансем валли ҫырман. Саккун вӑл – йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе ҫылӑхлисем валли, пӑсӑккисемпе ирсӗррисем валли, ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗклекенсем валли, ҫын вӗлерекенсем валли,
Тӳрӗ пурӑнакан ҫын аран-аран ҫӑлӑнса юлаять пулсан, Турра хисеплеменнине, ҫылӑхлине мӗн кӗтет?