34 Этем Ывӑлӗ килчӗ: ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать. Вӑл налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – тетӗр эсир.
Этем Ывӑлӗ килчӗ те – ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать, налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – теҫҫӗ ҫавсемех. Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ».
Хӑвӑра савакансене кӑна юрататӑр пулсан, эсир сӑвапа тивӗҫлӗ-и-ха? Налук пухакансем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им?
«Мӗншӗн-ха сирӗн Вӗрентекенӗр налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» – тенӗ ҫакна курсан фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене.
Ҫакна каланӑ чухне пӗр фарисей Ӑна хӑй патне кӑнтӑрлахи апат тума чӗннӗ. Фарисей килне пырсан Иисус ҫиме ларнӑ.
Пӗр шӑмат кун Иисус фарисейсен пуҫлӑхӗ патне хӑнана кӗнӗ. Унти фарисейсем Ӑна хытӑ сӑнаса ларнӑ.
Унта тӑракан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене йышӑнать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет!» – тенӗ.
Ҫавна курсан ҫынсем: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ!» – тесе Иисуса ӳпкелешме пуҫланӑ.
Унтан вӑл Иисуса хӑналама хӑйӗн килӗнче пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Хӑнасем хушшинче налук пухакансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн пулнӑ.
Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ: ҫӑкӑр та ҫимест, хӗрлӗ эрех те ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – тетӗр эсир.
Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем пурте тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ».
Пӗр фарисей Иисуса хӑнана чӗннӗ. Иисус вара ун килне кӗнӗ те ҫиме ларнӑ.
Иисус пынӑ ятпа унта каҫхи апат хатӗрленӗ. Марфа хӑнасене пӑхнӑ. Иисуспа ларакансем хушшинче Лазарь те пулнӑ.
Иисуспа вӗренекенӗсене те ҫав туя чӗннӗ.