32 Вӗсем урамра пӗр-пӗрне ҫапла кӑшкӑрса ларакан ачасем евӗрлӗ: „Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр. Эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“.
Пӗр тӑхӑр сехет тӗлнелле хуҫа каллех тухнӑ та пасар вырӑнӗнче тара кӗрӗшес текен, ӗҫсӗр ларакан ытти ҫынсене курнӑ.
Хуҫамӑр вара ҫапла каланӑ: «Ҫак ӑру ҫыннисене кампа танлаштарам-ши? Кам евӗрлӗ вӗсем?
Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ: ҫӑкӑр та ҫимест, хӗрлӗ эрех те ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – тетӗр эсир.