30 Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем кӑна Турӑ ирӗкне хирӗҫлесе шыва кӗмен.
Вӗсенчен пӗри, саккун вӗрентӳҫи, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе ҫапла ыйтнӑ:
Эх, Иерусалим! Иерусалим! Пророксене пӗтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вӗлерекен хула! Кайӑк хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тытӑнтӑм, анчах та эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
„Этемрен“, – теес, пӗтӗм халӑх пире чулпа пере-пере вӗлерӗ, мӗншӗн тесен халӑх Иоана пророк тесе шанать».
Хуҫамӑр вара ҫапла каланӑ: «Ҫак ӑру ҫыннисене кампа танлаштарам-ши? Кам евӗрлӗ вӗсем?
Мӗншӗн тесен эпӗ сире Турӑ ирӗкӗ ҫинчен мӗн хыпарламаллине йӑлтах каларӑм.
Израиль халӑхӗ пирки вара Вӑл ҫапла каланӑ: «Аллӑмсене ҫав итлемен, кутӑн халӑх енне тӑсса, Эпӗ яра куна кӑлӑхах кӗтрӗм».
Эпир вара, Турӑ ӗҫне тӑвакансем пулса, сире ҫапла йӑлӑнатпӑр: Турӑ ырӑлӑхне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.
Эпӗ Турӑ ырӑлӑхне йышӑнмастӑп теместӗп. Енчен те Турӑ умӗнче саккунпа тӳрре тухма пулать пулсан, эппин Христос кӑлӑхах вилнӗ пулать».
Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ.