29 Иоана итленӗ пӗтӗм халӑх, ҫав шутрах налук пухакансем те, унран шыва кӗрсе Турра мухтанӑ.
Хӑвӑра савакансене кӑна юрататӑр пулсан, эсир сӑвапа тивӗҫлӗ-и-ха? Налук пухакансем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им?
„Этемрен“, – теес, пӗтӗм халӑх пире чулпа пере-пере вӗлерӗ, мӗншӗн тесен халӑх Иоана пророк тесе шанать».
Налук пухакансем те Иоанн патне шыва кӗме пынӑ. Вӗсем унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен, пирӗн мӗн тумалла-ши?»
Калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑрах пӗр пророк та ҫук, анчах Турӑ Патшалӑхӗнче чи кӗҫӗнни те унран аслӑ».
Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем пурте тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ».
Пӗлессе Аполлос Хуҫамӑрӑн ҫул пуҫламӑшне кӑна – Иоанн шыва кӗртни таран ҫеҫ – пӗлнӗ. Ҫапах та вӑл Хуҫамӑр ҫинчен чунӗпе ҫунса, тӗрӗс вӗрентнӗ.
«Апла пулсан эсир мӗнле ӗненӳпе тӗне кӗнӗ-ха?» – ыйтнӑ вара Павел. «Эпир Иоанн вӗрентнӗ пек шыва кӗтӗмӗр», – хуравланӑ вӗсем.
Турӑ ҫеҫ тӳрре кӑларасса ӑнланман пирки вӗсем хӑйсем тӳрре тухасшӑн, Туррӑн тӳрре кӑларас шухӑшне итлесшӗн мар.
Турӑ чурин Моисейӑн тата Путекӗн юррине ҫапла каласа юрлаҫҫӗ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Санӑн ӗҫӳсем аслӑ та тӗлӗнмелле! Эй, сӑваплисен Патши! Санӑн ҫулусем тӳрӗлӗхлӗ те чӑн!
Унтан эпӗ шыв ангелӗ ҫапла каланине илтрӗм: «Эй, Хуҫамӑр! Эсӗ пур, яланах пулнӑ. Эсӗ тӗрӗслӗхлӗ те таса, мӗншӗн тесен ҫапла суд турӑн.