Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 7:28 - Синодальный НЗ

28 Калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑрах пӗр пророк та ҫук, анчах Турӑ Патшалӑхӗнче чи кӗҫӗнни те унран аслӑ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 7:28
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Чӑн калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑраххи пулман, анчах та Ҫӳлти Патшалӑхри чи кӗҫӗнни те унран аслӑ.


Ҫав кунсенче Шыва кӗртекен Иоанн халӑх хушшине тухнӑ, вӑл Иудея пуш хирӗнче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.


Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.


„Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Вӑл шӑпах ҫавӑ.


Иоана итленӗ пӗтӗм халӑх, ҫав шутрах налук пухакансем те, унран шыва кӗрсе Турра мухтанӑ.


вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана йышӑнать. Сирӗнтен кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫав аслӑ пулӗ».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ