27 „Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Вӑл шӑпах ҫавӑ.
„Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан хыпарҫӑма яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Вӑл шӑпах ҫавӑ.
Сана та, ачам, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тесе калӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлеме Ун умӗнчен пырӑн.
Мӗн курма кайрӑр-ха эппин? Пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ.
Калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑрах пӗр пророк та ҫук, анчах Турӑ Патшалӑхӗнче чи кӗҫӗнни те унран аслӑ».
«Эпӗ – пуш хирте: „Хуҫамӑр валли ҫул тӳрлетӗр!“ – тесе чӗнекенӗн сасси, – тенӗ Иоанн. – Ун ҫинчен Исаия пророках каланӑ».