25 Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Капӑр тумтир тӑхӑннӑ ҫынна-и? Чаплӑ тумланакансем, пуян пурӑнакансем патша ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Капӑр тумтирлӗ ҫынна курма-и? Анчах та капӑр тумтир тӑхӑннӑ ҫынсем патша ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Ҫӳрессе Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ. Ҫиессе вӑл хӗрлӗ шӑрчӑк тата хӑвӑлсенче тупкаланӑ пыл ҫисе пурӑннӑ.
анчах та сире акӑ мӗн калатӑп: тем тери чаплӑ пулнӑ пулин те, Соломон патша пӗр хир чечекӗ чухлӗ те тумланайман.
Иисус татах каланӑ: «Пӗр ҫын питӗ пуян пулнӑ. Вӑл чи хаклӑ йышши тумтирпе ҫӳренӗ, куллен чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
Иоанн янӑ ҫынсем Хӑйӗн патӗнчен кайсан Иисус халӑха Иоанн ҫинчен ҫапла калама пуҫланӑ: «Эсир пуш хире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и?
Мӗн курма кайрӑр-ха эппин? Пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ.