24 Иоанн янӑ ҫынсем Хӑйӗн патӗнчен кайсан Иисус халӑха Иоанн ҫинчен ҫапла калама пуҫланӑ: «Эсир пуш хире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и?
Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.