Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 7:22 - Синодальный НЗ

22 Иоанн вӗренекенӗсене Иисус ҫапла каланӑ: «Кайӑр та хӑвӑр мӗн курни-илтнине Иоана каласа парӑр: суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлеҫҫӗ, чухӑннисем Ырӑ Хыпар итлеҫҫӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 7:22
31 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисем хушшинче Ырӑ Хыпар сарӑлать.


Турӑ Ҫуртӗнче Ун патне суккӑрсемпе уксах-чӑлахсем пынӑ, Иисус вӗсене сыватнӑ.


«Хуҫа Туррӑн Сывлӑшӗ Ман ҫинче, Вӑл Мана суйласа илсе чухӑнсене Ырӑ Хыпар вӗрентме ячӗ. Вӑл Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма ячӗ. Тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисене куракан тӑвасса, пусмӑртисене хӑтарасса,


Ҫавӑн чухне Иисус нумай ҫынна чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ, суккӑр ҫынсенчен чылайӑшне куракан тунӑ.


Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ».


Анчах та Нафанаил ӑна ҫапла каланӑ: «Назаретран-и? Назаретра мӗн те пулин ырри пулма пултарать-и вара?» «Кайса пӑх эппин», – тенӗ ӑна Филипп.


Мана ӗненнипе вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнмалла пулччӑр тесе, сӑвапласа тасатнисемпе пӗр шӑпаллӑ пулччӑр тесе эсӗ вӗсен куҫӗсене уҫӑн. Вӗсене шуйттан аллинчен хӑтарса Турӑ аллине парӑн, тӗттӗмлӗхрен ҫутта илсе тухӑн“.


Мӗншӗн тесен усал ернӗ чылай ҫын ӑшӗнчен усал сывлӑшсем кӑшкӑра-кӑшкӑра тухса тарнӑ, паралич ҫапнисем тата уксах-чӑлахсем сывалнӑ.


Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Итлесемӗр мана: ӗненӳпе пуян пулмашкӑн Турӑ ҫак тӗнчери чухӑнсене суйласа илмен-им? Хӑйне юратакансене шантарнӑ Патшалӑха Турӑ чухӑнсене еткере парас темен-им?


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ