Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 7:2 - Синодальный НЗ

2 Унта Рим ҫӗрпӗвӗн пӗр тарҫи вилес пекех чирлӗ выртнӑ пулнӑ. Ҫӗрпӳ ҫав тарҫа питӗ хакланӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 7:2
24 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!»


Ҫӗрпӳ, ҫавӑнта мӗн пулнине курсан, Турра мухтаса каланӑ: «Ку, чӑнах та, тӳрӗ ҫын пулнӑ иккен!»


Итлесе тӑракан халӑха Хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсен Иисус Капернаума кайнӑ.


Иисус ҫинчен илтсен вӑл тарҫине сыватма килтӗр тесе йӑлӑнма Ун патне иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене янӑ.


Унӑн вун икӗ ҫулхи пӗртен-пӗр хӗрӗ пулнӑ, вӑл та пулин вилесле чирлӗ выртнӑ. Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ чухне Ун тавра халӑх кӗпӗрленсе пынӑ.


Кесарире тӑракан Итали полкӗ текен полкра Корнилий ятлӑ пӗр ҫӗрпӳ пулнӑ.


Хӑйпе калаҫнӑ ангел курӑнми пулсан, Корнилий икӗ тарҫине тата шанчӑклӑ, Турра хисеплекен хӑйӗн пӗр салтакне чӗнсе илнӗ.


Ҫӗрпӳ, ҫак сӑмахсене илтсен, пинпӳ патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Мӗн тӑвасшӑн эсир? Ку ҫын Рим гражданинӗ-ҫке!»


Павел ҫӗрпӳсенчен пӗрне чӗнсе илтернӗ те ӑна ҫапла каланӑ: «Ҫак ачана пинпӳ патне ертсе кайӑр-ха, унӑн ӑна темскер каламалли пур».


Пире Италие караппа ярас терӗҫ. Вара Павела тата тӗрмене хупнӑ ытти ҫынсене император полкӗнчи Юлий ҫӗрпӳ аллине пачӗҫ.


Тепӗр кунне эпир Сидон тӗлӗнче чарӑнтӑмӑр. Юлий хӑйне Павелпа кӑмӑллӑ тыткаларӗ, ӑна хӑйӗн тусӗсем патне кайса килме, вӗсенчен пулӑшу илме те ирӗк пачӗ.


Анчах та ҫӗрпӳ, Павела ҫӑлса хӑварас тесе, вӗсене чарчӗ. Вӑл ишме пӗлекенсене шыва малтан сиксе ҫырана тухма хушрӗ.


Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене пур тӗлӗшӗнчен те пӑхӑнӑр. Йӑпӑлтисем пек вӗсене куҫ умӗнче юрас тесе кӑна мар, Турӑран хӑраса, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ