17 Вара Ун ҫинчен ҫапла калаҫни пӗтӗм Иудейӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене сарӑлнӑ.
Ирод патша вӑхӑтӗнче, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсан, хӗвел тухӑҫӗнчи ӑсчахсем Иерусалима пынӑ та халӑхран ҫапла ыйтнӑ:
Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Ҫак ӗҫ пирки йӗри-таврах хыпар сарӑлнӑ.
Анчах та тухса кайсанах вӗсем ҫав таврара пур ҫӗрте те Ун ҫинчен калаҫса ҫӳренӗ.
Часах пӗтӗм Галилея тӑрӑхӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.
Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те».
Иисус вара Сывлӑшпа хӑватланса Галилейӑна тавӑрӑннӑ. Ун ҫинчен пӗтӗм таврана хыпар сарӑлнӑ.
Унтан Вӑл пырса вилене ҫӗклемеллине сӗртӗннӗ те, ӑна ҫӗклесе пыракансем чарӑннӑ. Иисус вара каланӑ: «Ачам, сана тӑма хушатӑп!»