Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 7:16 - Синодальный НЗ

16 Ҫынсем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса каланӑ: «Пирӗн хушшӑмӑрта аслӑ пророк тупӑнчӗ! Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ!»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 7:16
31 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ. Пурте Израиль Туррине мухтанӑ.


«Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем.


Хӗрарӑмсем тупӑклӑх патӗнчен васкасах кайнӑ. Вӗсем пӗр хӑраса та пӗр савӑнса Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ.


Халӑх вара, ҫакна курсан, питӗ тӗлӗннӗ, этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.


Унта пурӑнакан пӗтӗм халӑх хӑраса ӳкнӗ. Мӗн пулса иртни ҫинчен сӑртлӑ Иудейӑра пур ҫӗрте те калаҫнӑ.


«Израилӗн Хуҫа Туррине мухтав! Вӑл килсе Хӑйӗн халӑхне хӑтӑлмалла турӗ;


Вӗсем сана та, ачусене те тӗп тӑвӗҫ; ҫак вырӑнта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ хӑвӑн патна Турӑ килнӗ вӑхӑта пӗлеймерӗн».


Йӑлтах ангел каланӑ пек пулса иртнӗ. Ҫавна курма-илтме тӳр килнишӗн Турра аслӑласа та мухтаса кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗ патне тавӑрӑннӑ.


«Мӗн пирки вара?» – тесе ыйтнӑ Иисус. «Назаретри Иисус пирки, – хуравланӑ лешсем. – Вӑл пророкчӗ, Турӑпа пӗтӗм халӑх умӗнче ӗҫӗпе те, сӑмахӗпе те хӑватлӑччӗ.


Унта тӑракансем пурте шалтах тӗлӗнсе кайнӑ, хӑраса ӳкнипе вара Турра мухтама пуҫланӑ. «Паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ-пуҫ куртӑмӑр», – тенӗ вӗсем.


Петр текен Симон ҫавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуҫамӑр! Манпа, ҫылӑхлӑ ҫынпа, пӗрле ан пулсам, кайсам», – тенӗ.


Вилнӗскер ҫавӑнтах тӑрса ларнӑ та калаҫма пуҫланӑ. Иисус ӑна амӑшне панӑ.


Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!»


Гадара таврашӗнчи пӗтӗм халӑх питӗ хӑранипе Иисуса хӑйсем патӗнчен кайма тархасланӑ. Иисус кимӗ ҫине ларса каялла тавӑрӑннӑ.


Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ».


«Эппин кам эсӗ? Илия-и?» – ыйтнӑ унран. «Илия мар», – тавӑрнӑ вӑл. «Тен, эсӗ пророк?» – ыйтнӑ лешсем. «Пророк та мар», – тенӗ Иоанн.


«Эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан, мӗншӗн эппин шыва кӗртетӗн?» – тесе ыйтнӑ унран вӗсем.


«Хуҫамӑр! – тенӗ хӗрарӑм. – Ӗнтӗ пӗлетӗп: Эсӗ – пророк.


«Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Ҫав Пророк!» – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус тунӑ хӑвата курнисем.


«Хӑвӑн куҫна уҫакан ҫинчен эсӗ мӗн калӑн?» – каллех ыйтаҫҫӗ вӗсем куракан пулнӑ ҫынран. «Вӑл – пророк», – тенӗ вара лешӗ.


Ҫак сӑмахсене илтсенех Анания ӳксе вилнӗ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ ҫынсен пурин те сехри хӑпнӑ.


Шӑпах ҫав Моисей Израиль ҫыннисене каланӑ: „Мана пророка кӑларнӑ пекех Хуҫа Туррӑр сирӗн валли хӑвӑр хушшӑртанах Пророк кӑларӗ. Ӑна итлӗр“.


Вара вӗсем Турра маншӑн мухтанӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ