14 Унтан Вӑл пырса вилене ҫӗклемеллине сӗртӗннӗ те, ӑна ҫӗклесе пыракансем чарӑннӑ. Иисус вара каланӑ: «Ачам, сана тӑма хушатӑп!»
Унтан хӗр ачана аллинчен тытнӑ та: «Талифа куми!» – тенӗ. Ку: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр!» – тенине пӗлтерет.
Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ.
Вилнӗскер ҫавӑнтах тӑрса ларнӑ та калаҫма пуҫланӑ. Иисус ӑна амӑшне панӑ.
Вара Ун ҫинчен ҫапла калаҫни пӗтӗм Иудейӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене сарӑлнӑ.
«Эпӗ – чӗрӗлӳ тата пурӑнӑҫ, – тенӗ ӑна Иисус. – Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлет.
Ашшӗ вилнисене чӗртсе пурӑнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать.
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: вилнӗ ҫынсем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес, илтсенех чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсе пырать. Вӑл ҫитрӗ те ӗнтӗ.
«Эпӗ сана нумай халӑхӑн ашшӗ туса хутӑм», – тенӗ Ҫырнинче. Авраам Турра ӗненнӗ, вӑл пирӗншӗн Турӑ умӗнчи аттемӗр пулса тӑнӑ. Турӑ вара вилнисене чӗртсе тӑратать, Унӑн ирӗкӗпе ӗнтӗ пулманни пур пулать.
Мӗншӗн тесен тӗттӗмлӗх ачисен вӑрттӑн ӗҫӗсем ҫинчен калама та намӑс.