Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 7:12 - Синодальный НЗ

12 Хула хапхи патне ҫитеспе Вӑл хуларан вилнӗ ҫынна ҫӗклесе тухакансене тӗл пулнӑ. Вилни тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ, халӑх унта нумай пуҫтарӑннӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 7:12
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Нумаях та вӑхӑт иртмен, Иисус Наин хулине кайнӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсенчен чылайӑшӗ тата темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.


Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ.


Унӑн вун икӗ ҫулхи пӗртен-пӗр хӗрӗ пулнӑ, вӑл та пулин вилесле чирлӗ выртнӑ. Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ чухне Ун тавра халӑх кӗпӗрленсе пынӑ.


Пурте хӗршӗн хурланса, хӳхлесе йӗнӗ. «Ан йӗрӗр, вӑл вилмен, ҫывӑрать кӑна», – тенӗ Иисус.


Пиччӗшӗшӗн хуйхӑракан Марфӑпа Марияна лӑплантарма иудейсем чылаййӑн пухӑннӑ.


Петр вӗсемпе пӗрлех кайнӑ. Ҫитсенех ӑна хӑтлӑ пӳлӗме илсе кӗнӗ. Куҫҫульленнӗ тӑлӑх арӑмсем Тавифа хӑйсем валли ҫӗленӗ кӗпе-тумтире Петра кӑтартма пуҫланӑ.


Петр ӑна аллинчен тытса ура ҫине тӑма пулӑшнӑ. Кайран вӑл ӗненекен тӑвансемпе тӑлӑх арӑмсене кӗме хушнӑ, лешсем кӗнӗ те чӗрӗ-сывӑ Тавифӑна курнӑ.


Кам та кам тӑлӑхсен, тӑлӑх арӑмсен хуйхи-суйхине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать, хӑйне тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен упрать, ҫавӑ Атте Турӑ умӗнче таса та ҫитменлӗхсӗр, ҫавӑ Ӑна чӑнласах хисеплет.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ