6 Иисуса тепӗр шӑмат кун та синагогӑна кӗрсе вӗрентме тӳр килнӗ. Унта сылтӑм алли типнӗ ҫын пулнӑ.
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ.
Иисус пӗр синагогӑра шӑмат кун вӗрентнӗ.
Иисус саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсенчен: «Саккун тӑрӑх шӑмат кун ҫынна чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ.
Пӗррехинче Иисус Хӑй ӳснӗ хулана, Назарета, пынӑ. Шӑмат кун Вӑл яланхи пекех синагогӑна кӗнӗ те Ҫырнине вулама хатӗрленсе тӑнӑ.
Кайран Иисус Галилейӑри Капернаум хулине пынӑ. Вара шӑмат кунсенче халӑха вӗрентнӗ.
Пӗррехинче, пасхӑн иккӗмӗш кунӗ хыҫҫӑнхи малтанхи шӑмат кун, Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илсе, ывӑҫ тупанӗ ҫинче сӑтӑрса ҫиме пуҫланӑ.
Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ – шӑмат кун хуҫи те».
Ҫав лупассем айӗнче питӗ нумай чирлӗ ҫын выртнӑ. Суккӑрсем, уксахсем, паралич ҫапнисем шыв хумхана пуҫласса кӗтнӗ.
«Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ.