47 Ман пата килекен, Ман сӑмахсене итлекен, вӗсене пурнӑҫлакан кашни ҫын кам евӗрлине каласа парам-ха сире.
Мӗншӗн тесен кам Ҫӳлти Аттем ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн тӑванӑм та, аннем те пулать».
Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ.
«Турӑ сӑмахне илтекенсем, ӑна пурнӑҫлакансем телейлӗ», – тенӗ вара Иисус.
«Кам хӑйӗн ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачисене, пӗртӑванӗсене е хӑйӗн пӗртен-пӗр пурӑнӑҫне Манран мала хурать, вӑл Ман вӗренекенӗм пулма пултараймӗ.
Вӑл, тарӑн алтса, ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Вӑйлӑ шыв тулса ҫитсен ҫав ҫурт патне пырса капланнӑ, ҫапах ӑна хускатайман, мӗншӗн тесен ҫуртне чул ҫине лартнӑ.
Чуллӑ ҫӗре ӳкни вара ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем Турӑ сӑмахне илтсен хавасланса йышӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсем тымарсӑр. Унашкаллисем пӗр вӑхӑт ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, анчах та тӗрӗслев вӑхӑтне тӳсеймесӗр ӗненме пӑрахаҫҫӗ.
Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Вӑл шӑтса тухнӑ та пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ». Ҫакна каласа пӗтерсен Иисус хытӑ сасӑпа: «Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ.
Ман сурӑхсем сассӑма итлеҫҫӗ. Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп. Вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ.
Ҫаксене пӗлсе пурнӑҫласа тӑрсан эсир телейлӗ пулӑр.
«Мана юрататӑр пулсан Манӑн пил-хушусене пӑхӑнса пурӑнӑр.
Апла пулин те эсир чӗрӗлӗх илме Ман патӑма килес теместӗр.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ – Эпӗ. Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ.
Аттем Мана панисем пурте Ман патӑма килӗҫ. Хам патӑма килекенсене Эпӗ нихӑҫан та хӑваласа ямӑп.
«Халӗ ӗнтӗ сана чӑнах та усал ернине пӗлтӗмӗр, – тенӗ Ӑна иудейсем. – Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара „Ман сӑмахӑма пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест“ тетӗн.
Вилсе чӗрӗлсессӗн Вӑл Хӑйне итлекенсемшӗн пуриншӗн те ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнӑ.
Ҫапла вара, ырӑ тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех ырӑ туман ҫын ҫылӑха кӗрет.
Эсир Ун патне, чӗрӗ чул патне, ҫывхаратӑр. Ҫынсем ӑна пӑрахӑҫланӑ, анчах та Турӑшӑн вӑл паха пулнӑ, Турӑ ӑна суйласа илнӗ.
Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑра Турӑ чӗнсе, суйласа илнине ҫирӗплетмешкӗн тимлӗрех тӑрӑшӑр: вара эсир нихӑҫан та такӑнмӑр.
Вӑл тӳрӗ пулнине эсир пӗлетӗр пулсан ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: кашни тӗрӗс тӑваканах Унран ҫуралнӑ; Турӑ ачи пулать.
Эй, ачамсем! Сире никам та илӗртсе ан улталатӑр. Кам тӳрӗлӗхлӗ ӗҫ тӑвать, ҫав Унашкалах тӳрӗлӗхлӗ.
Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракансем телейлӗ. Пурӑнӑҫ йывӑҫҫи те вӗсемшӗн пулӗ, хулана хапхаран кӗме те вӗсем тивӗҫлӗ пулӗҫ.