44 Кашни йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. Смоква ҫимӗҫне кӳкен тӗмми ҫинчен татмаҫҫӗ, иҫӗм ҫырлине те шӑлан тӗмми ҫинчен пуҫтармаҫҫӗ.
«Йывӑҫне аван тетӗр пулсан ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тетӗр пулсан ҫимӗҫне те начар тейӗр – йывӑҫа ҫимӗҫне кура хаклаҫҫӗ.
Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр. Пиҫен ҫинчен – иҫӗм ҫырли, куршанак ҫинчен смоква татни пур-и?
Ҫапла вара, суя пророксене ӗҫӗ-ҫимӗҫӗнчен пӗлӗр».
Эй, тӑвансем! Смоква йывӑҫҫи ҫинче ҫу ҫырли ӳсмест, иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинче те смоква ҫырли пулмасть. Ҫавнашкалах пӗр ҫӑлкуҫран тӑварсӑр тата тӑварлӑ шыв юхса тухмасть.
Сирӗн юратулӑх сӑйӗ вӑхӑтӗнче вӗсем ыттисене ҫылӑха кӗртеҫҫӗ. Вӗсем сирӗнпе пӗрле чухнех намӑс-симӗсе пӗлмесӗр хӑйсен хырӑмӗшӗн кӑна тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем – ҫил хӑвалакан пуш пӗлӗтсем пек. Вӗсем – ҫимӗҫ кӳмен, кӑкланнӑ кӗрхи йывӑҫсем пек, ҫав йывӑҫсене икӗ хут хӑрнӑ теме пулать.