43 «Ырӑ йывӑҫ начар ҫимӗҫ тумасть. Начар йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тумасть.
«Йывӑҫне аван тетӗр пулсан ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тетӗр пулсан ҫимӗҫне те начар тейӗр – йывӑҫа ҫимӗҫне кура хаклаҫҫӗ.
Акӑ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать. Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен кирек епле йывӑҫа та касса вута пӑрахаҫҫӗ.
Хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн пулсан епле-ха эсӗ: „Тӑванӑм, куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратӑн? Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе мӗнле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн».