Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 6:42 - Синодальный НЗ

42 Хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн пулсан епле-ха эсӗ: „Тӑванӑм, куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратӑн? Икӗ питлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тин тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе мӗнле кӑлармаллине уҫӑмлӑн курӑн».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 6:42
24 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Петр Иисус хӑйне автан авӑтиччен эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн тесе каланине аса илнӗ. Вара вӑл картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.


Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн?


Хӑвӑн куҫунта пӗрене пулин те, епле-ха эсӗ тӑванна: „Куҫна кӗнӗ ҫӳппе кӑларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратӑн?


Хуҫамӑр ӑна ҫапла хуравланӑ: «Эй, икӗ питлӗскер! Сирӗнтен кашниех витере кӑкарӑнса тӑракан вӑкӑрне е ашакне ҫыххине салтса шӑмат кун шӑварма илсе каймасть-им вара?


Анчах та ӗненӗвӳ ан чактӑр тесе Эпӗ саншӑн кӗлтурӑм. Эсӗ те кайран, ху тӗрексӗр пулнӑшӑн ӳкӗнсен, тӑванусене тӗреклӗх пар».


Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн?


«Ырӑ йывӑҫ начар ҫимӗҫ тумасть. Начар йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тумасть.


«Эй, шуйттан ывӑлӗ, кирек епле чӑнлӑх тӑшманӗ! Санӑн чун-чӗрӳ тӗрлӗ ултавлӑхпа, тӗрлӗ усаллӑхпа тулса ларнӑ. Ҫынсене эсӗ Хуҫамӑрӑн тӳрӗ ҫулӗ ҫинчен пӑрса яма пӑрахатӑн-и, пӑрахмастӑн-и?


Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр.


Турӑ умӗнче санӑн чун-чӗрӳ таса мар-ха, ҫавӑнпа та эпир тӑвакан ӗҫе тума санӑн пай та, тивӗҫ те ҫук.


Эй, этем! Ыттисене айӑплатӑн пулсан, ху та тӳрре тухаяс ҫук. Эсӗ ыттисене мӗнле судпа айӑплатӑн, ху та ҫав судпах айӑпланатӑн. Мӗншӗн тесен, ху та ҫавнах тӑватӑн пулин те, ыттисене айӑплатӑн.


Ҫакӑ пӗтӗмпех Турӑран, Вӑл пире Христос урлӑ Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ, ҫынсене Хӑйӗнпе ҫураҫтарас ӗҫе пире шанса панӑ.


Ҫапла вара, йӗркесӗрлӗхрен тасатнӑ ҫын чаплӑ савӑт евӗр. Вӑл – Хуҫине юрӑхлӑ, сӑвапласа тасатнӑ, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫре усӑ курмалли хатӗр.


Камӑн ҫак пахалӑхсем ҫук, вӑл нимӗн те курмасть, суккӑр; вӑл хӑйӗн ӗлӗкхи ҫылӑхӗсене каҫарнине те астумасть.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ