40 Вӗренекен хӑйӗн вӗрентекенӗнчен аслӑ пулмасть. Ҫапах та пӗлӗвне ӳстерсен кирек кам та хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать.
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗр ҫынна та пулин хӑвӑр енне ҫавӑрасшӑн шывпа-ҫӗрпе нумай ҫул ҫӳретӗр. Ҫавӑрсан вара эсир ҫав ҫынна хӑвӑртан икӗ хут ытларах усала кӑларатӑр, унран тамӑк ачи туса хуратӑр.
Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене асӑрхамастӑн?
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар, ӗҫпе янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар.
„Чура хӑйӗн хуҫинчен аслӑ мар“, – тенӗччӗ Эпӗ сире. Ҫав сӑмахсене асра тытӑр. Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ. Манӑн сӑмахӑма упраса усрарӗҫ пулсан, сирӗнне те упрӗҫ.