37 «Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. Ҫынна сивлесе ан калаҫӑр, вара хӑвӑра та сивлемӗҫ. Каҫарӑр, вара хӑвӑра та каҫарӗҫ.
Чура ун сӑмахӗсене итлесшӗн те пулман, парӑмне тӳлесе татиччен ӑна тӗрмене тытса хуптарнӑ.
Хӗрхенме пӗлекенсем телейлӗ, вӗсене те хӗрхенӗҫ.
Кама та пулин кӳреннӗ пулсан, кӗлӗ тунӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр. Вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ.
Ҫавӑнпа эпӗ Ӑна чӗн пушӑпа хӗнеттерем те кӑларса ярам».
Ҫапла вара, сирӗн Аҫӑр епле ырӑ кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр».
Авраампа Исаак тата Иаков Турри, пирӗн мӑн асаттесен Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ. Эсир вара Ӑна тытса патӑр. Ӑна Пилат хӑтарас тенӗччӗ, анчах эсир Пилат умӗнче Унран тунтӑр.
Пӗр-пӗринпе ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Христос урлӑ Турӑ сире каҫарнӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне каҫарӑр.
Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулӑр, пӗр-пӗрин хушшинче кӳренмелли тупӑнсан, каҫарӑр. Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫапла тӑвӑр.
Мӗншӗн тесен хӗрхенме пӗлменнисене Турӑ сучӗ те хӗрхенмӗ. Хӗрхенӳ вара судран та аслӑрах.
Эй, тӑвансем! Айӑпа юлас мар тесен пӗр-пӗрне ан ӳпкелешӗр. Ӗнтӗ Суд тӑваканӗ алӑк умӗнчех тӑрать.