3 Иисус вӗсене ҫапла тавӑрнӑ: «Пӗррехинче, Давид тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑрасан, вӑл мӗн туни ҫинчен вуламан-им эсир?
Иисус вара ҫапла тавӑрса каланӑ: «Пултаракан чӑн малтанах ҫынсене арҫын тата хӗрарӑм пулмалла туни ҫинчен вуламан-им эсир?
«Ҫаксем Сан пирки мӗн каланине илтетӗн-и?» – тенӗ вӗсем Иисуса. «Илтетӗп, – хуравланӑ Иисус, – „пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисен чӗлхи-ҫӑварӗпе Хӑвна мухтава кӑларӑн“ тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-им?»
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-и?
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Турӑ сире каланӑ ҫак сӑмахсене эсир вуламан-им?
Унта Иисус хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ типӗ тытнӑ, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ.
„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна та вуламан-им?»
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче каланӑ. Ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ тӗле вуламан-им эсир? Унта Турӑ ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им?