29 Хӑвна пӗр енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар. Санран ҫиелти тумтире туртса илекене кӗпӳне илме те ан чар.
Вара ҫынсем Ӑна питрен сурнӑ, ҫупа-ҫупа янӑ, теприсем тата ҫапнӑ пеккӗн
Вӗсем Унӑн куҫне хупласа питрен ҫупа-ҫупа ярса ыйтнӑ: «Эсӗ пророк пулсан, кала, кам ҫапрӗ Сана?»
Пур ыйтакана та пар. Хӑвӑнне илнӗ ҫынран каялла ан шыра.
Ҫак сӑмахсене илтсен юнашар тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса янӑ. «Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха?» – тенӗ вӑл.
Анчах та аслӑ священник Анания Павелпа юнашар тӑракансене ӑна тутинчен ҫапма хушнӑ.
Эпир паян кунчченех ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман ҫӳретпӗр, пире хӗнеҫҫӗ, кил-ҫуртӑмӑр та ҫук.
Пӗр-пӗринпе судлашас патнех ҫитни те сирӗншӗн мӑшкӑл-ҫке. Кӳрентернине чӑтсассӑн аванрах марччӗ-и? Ҫухату тӳсни аванрах марччӗ-и?
Хӑвӑра кам та пулин пусмӑрланине те, алӑри ҫӑкӑра туртса илнине те, ҫаратнине те, хӑвӑрпа мӑнкӑмӑллӑ тыткаланине те, ҫупкӑ ҫитернине те эсир чӑтатӑр.
Тӗрмене хупнисен асапне, ҫав шутрах манӑнне те, эсир те пӗрлех пайлатӑрччӗ. Тӳпере хӑвӑрӑн лайӑхрах, пӗтми пурлӑх пуррине пӗлнӗ пирки ҫӗр ҫинчи пурлӑхӑра туртса илнишӗн те кулянмастӑрччӗ.