Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 6:28 - Синодальный НЗ

28 Хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, кӳрентерекен ҫынсемшӗн кӗлтӑвӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 6:28
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ вара сире калатӑп: тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра курайман ҫынсене ырӑ тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекен тата хӗсӗрлекен ҫынсемшӗн кӗлтӑвӑр.


Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.


«Анчах та сире, сӑмахӑма итлекенсене, калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра курайман ҫынсене ырӑ тӑвӑр.


Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.


Урӑх халӑх ҫыннисемпе иудейсем, хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле, Павелпа Варнавӑна мӑшкӑл туса, чулпа пере-пере вӗлерме шухӑш тытнӑ.


Унтан, чӗркуҫленсе ларса, кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑҫӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан илсем!» Ҫапла каласанах вӑл вилсе кайнӑ.


Хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ан ылханӑр, ырӑ сунӑр.


Мӗн пуррине те хамӑр алӑпа ӗҫлесе илкелетпӗр. Пире ятлаҫҫӗ, эпир ырӑ сунатпӑр; пире хӗсӗрлеҫҫӗ, эпир чӑтатпӑр.


Пӗр ҫӑвартанах мухтав сӑмахӗ те, ылхан сӑмахӗ те тухать. Эй, тӑвансем! Кунашкал пулмалла мар.


Усала хирӗҫ усалпа, сӑмахпа кӳрентернине хирӗҫ кӳрентерӳпе ан тавӑрӑр, тавӑрас вырӑнне пиллӗх сунӑр. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: Турӑ сире пиллӗхлӗ пулмашкӑн суйласа илнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ