26 Сирӗн ҫинчен пурте мухтаса калаҫсан, сире хуйхӑ пулӗ, вӗсен мӑн аслашшӗсем те суя пророксене ҫаплах мухтанӑ».
«Суя пророксенчен асӑрханӑр. Вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ витӗнсе пыраҫҫӗ, анчах ӑшӗнче хӑйсем – тискер кашкӑрсем.
Халӗ мӑнтӑрпа иртӗхекенсем, сире хуйхӑ пулӗ, эсир выҫӑпа аптӑрӑр. Халӗ кулакансем, сире хуйхӑ пулӗ, эсир хурланса макӑрӑр.
Эсир ҫак тӗнче ҫыннисем пулнӑ пулсан, хӑйӗн ҫыннисене тӗнче юратӗччӗ. Эпӗ сире тӗнчерен суйласа илсе уйӑрнӑ пирки эсир ҫак тӗнче ҫыннисем мар. Ҫавӑнпа та тӗнче сире кураймасть.
Тӗнче сире курайми пулас ҫук. Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп, ҫавӑнпа тӗнче Мана кураймасть.
Вӗсем Иисус Христос Хуҫамӑршӑн мар, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; япшар чӗлхисемпе йӑпӑлтатса, ырӑ пулса, айваннисене улталаҫҫӗ.
Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать.