23 Вӗсен мӑн аслашшӗсем те пророксене ҫаплах хӗсӗрленӗ. Ҫав кун савӑнӑр та хӗпӗртӗр, мӗншӗн тесен тӳпери сӑвапӑр пысӑк пулӗ.
Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ».
Мария саламланине илтсен Елисаветӑн варӗнчи ачи тапкалашса илнӗ, вара Елисавета чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ.
Эсӗ сывлӑх суннине илтсенех ман ӑшӑмри ача савӑннипе тапкалашса илчӗ!
Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр. Тавӑрса парасса шанмасӑрах кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ачисем пулӑр, мӗншӗн тесен Вӑл пархатарсӑр ҫынсемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ.
«Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе калатӑп сана, – тенӗ вӑл хыттӑн, – тӳрлен те уру ҫине тӑр!» Лешӗ ҫавӑнтах тӳрленсе сиксе тӑнӑ та утма пуҫланӑ.
вӑл сиксе тӑнӑ та ута пуҫланӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртне те апостолсемпе пӗрлех кӗнӗ, сиккелесе ҫӳресе Турра мухтанӑ.
Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн хур курма тивӗҫ пулнишӗн савӑнса апостолсем синедрионран тухса кайнӑ.
Уншӑн кӑна мар, хамӑра хӗсӗрлесе хӗн-хур кӑтартнӑшӑн та савӑнатпӑр. Мӗншӗн тесен эпир ҫакна пӗлетпӗр: хӗн-хур пире тӳсӗмлӗ тӑвать,
Ӗнтӗ эпӗ халсӑр чухне, хама кӳрентернӗ чухне, нушаллӑ чухне, хама хӗсӗрленӗ чухне, Христосшӑн асап курнӑ чухне хӗпӗртетӗп. Мӗншӗн тесен халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ.
Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап курнӑран савӑнатӑп кӑна. Христос Чиркӳшӗн – Хӑйӗн Ӳт-пӗвӗшӗн – асап курнӑ. Асап виҫине тултарас тесе, эпӗ Христос асапӗ ҫумне хамӑн ӳт-пӗвӗм асапне хушатӑп.
Эпир тӳсетпӗр пулсан, Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр. Эпир Унран тунсан, Вӑл та пирӗнтен тунӗ.
Турӑ тавӑрса парасса пӗлнӗрен вӑл Турӑ Суйласа илнин хурлӑхне Египет пуянлӑхӗнчен маларах хунӑ.
Ӗненӳсӗр вара Турӑ кӑмӑлне юрӑхлӑ пулма ҫук, мӗншӗн тесен Ун патне ҫывхараканӑн Турӑ пуррине тата Турӑ Хӑйне шыракансене сӑвап парассине ӗненмелле.
Эй, тӑвансем! Тӗрлӗ тӗрӗслеве савӑнса-хӗпӗртесе йышӑнӑр.
Кулянас вырӑнне, Христос асапӗсене тӳсмешкӗн эпир те хутшӑнатпӑр тесе хӗпӗртӗр. Вара Унӑн мухтавӗ чӑннипех палӑрнӑ кун эсир хӗпӗртемеллипех хӗпӗртӗр.
Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ курӑнми маннӑ ҫиме ирӗк парӑп, шурӑ чул парнелӗп. Ҫав чул ҫине илекеннисӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ“».
Ҫӗнтерекене, Манӑн ӗҫӗмсене вӗҫне ҫитичченех туса пыракана, Эпӗ Хамӑн Аттемрен урӑх халӑхсемпе хуҫаланма епле ирӗк илнӗ, ҫапла ирӗк парӑп. Вӑл вара ҫав халӑхсене тимӗр туяпа пӑхӑнтарӗ, вӗсем тӑм савӑт-сапа пек ванса пӗтӗҫ.
Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑн райӗ варринчи пурӑнӑҫ йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫиме ирӗк парӑп“».
Ҫӗнтерекен пӗтӗмпех еткерлӗхе илӗ, вара Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ.
Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑмӑн Ҫуртӗнче тӗреклӗх юпи тӑвӑп, вӑл Турӑ Ҫуртӗнчех юлӗ. Ун ҫине Эпӗ Туррӑм ятне, ҫӳл тӳперен, Туррӑм патӗнчен анакан Туррӑм хулин – ҫӗнӗ Иерусалимӑн – ятне тата Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма ҫырса хурӑп.
Ҫӗнтерекен шурӑ тумтир тӑхӑнӗ. Эпӗ унӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекинчен чӗрсе пӑрахмӑп, ҫав ят ҫинчен Аттемпе Унӑн ангелӗсене каласа пӗлтерӗп.