21 Халӗ выҫӑхса пурӑнакансем телейлӗ, эсир тӑранӑр. Халӗ йӗрекенсем телейлӗ, эсир савӑнса хӗпӗртӗр.
Йӗрекенсем телейлӗ, вӗсем лӑпланӗҫ.
Тӳрӗлӗхе выҫӑхса ҫитнӗ пек, ӑш хыпса ҫитнӗ пек шыракансем телейлӗ: вӗсем тӑранӗҫ.
выҫӑхнисене ырӑлӑх пачӗ, пуйнисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ.
Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине пӑхса Иисус ҫапла калама пуҫланӑ: «Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, сире Турӑ Патшалӑхӗ пулӗ.
Этем Ывӑлӗ пирки сире ҫынсем курайми пулсан, сирӗнпе хутшӑнми пулсан, хурласан, сирӗн ятӑртан та усал сӑмах туса хурсан, эсир телейлӗ пулӑр.
Халӗ мӑнтӑрпа иртӗхекенсем, сире хуйхӑ пулӗ, эсир выҫӑпа аптӑрӑр. Халӗ кулакансем, сире хуйхӑ пулӗ, эсир хурланса макӑрӑр.
Иисусӑн куҫӗсем шывланнӑ.
Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Турӑ мӗн пама пултарнине пӗлес пулсан, „шыв ӗҫтерсемччӗ“ тесе калаканӗ Камне пӗлес пулсан, эсӗ ху Унран ыйтнӑ пулӑттӑн. Вара Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ».
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ – Эпӗ. Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ.
Эпир паян кунчченех ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман ҫӳретпӗр, пире хӗнеҫҫӗ, кил-ҫуртӑмӑр та ҫук.
Кун-ҫулӑм халтан кайиччен ӗҫлесе, ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман, ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен иртрӗ; выҫӑпа, сивӗпе, тумтирсӗр пӗрре мар аптӑрарӑм.
Ӗнтӗ эпӗ халсӑр чухне, хама кӳрентернӗ чухне, нушаллӑ чухне, хама хӗсӗрленӗ чухне, Христосшӑн асап курнӑ чухне хӗпӗртетӗп. Мӗншӗн тесен халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ.
Пире кӳрентереҫҫӗ, анчах та эпир яланах савӑнӑҫлӑ. Пире чухӑн теҫҫӗ, анчах та эпир нумайӑшне пӗтми мул паратпӑр. Пирӗн, ҫук ҫынсен, пурте пур.
Илӗртсе тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ. Тивӗҫ пулсассӑн вӑл пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне илӗ. Хуҫамӑр ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ.
Ҫав самантрах тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Акӑ, Туррӑн ҫынсем хушшинче пурӑнмалли чатӑрӗ. Малашне Вӑл ҫынсемпе пурӑнӗ, вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсен Турри пулӗ.
Вӗсен ӗнтӗ текех нихӑҫан та хырӑмӗ выҫмӗ, ӑшӗ те хыпмӗ. Вӗсене нимӗнле хӗвел те, шӑрӑх та пӗҫертмӗ.