2 Хӑш-пӗр фарисейсем вӗсенчен: «Эсир мӗншӗн шӑмат кун тума юраманнине тӑватӑр?» – тесе ыйтнӑ.
Фарисейсем ҫакна курнӑ та Иисуса каланӑ: «Акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑмат кун тума юраманнине тӑваҫҫӗ».
«Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмасӑр ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?»
Иисуса фарисейсем ҫапла каланӑ: «Пӑх-ха, мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем шӑмат кун?! Тума юраманнине тӑваҫҫӗ».
Вара вӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те тӑтӑшах типӗ тытаҫҫӗ, кӗлтӑваҫҫӗ, Сан вӗренекенӳсем мӗншӗн ӗҫсе ҫиеҫҫӗ?»
Ҫавнашкал ӗҫсене шӑмат кун тунӑшӑн хайхи иудейсем Иисуса хӗсӗрлеме пуҫланӑ, вӗлерме май шыранӑ.