19 Пӗтӗм халӑх Ӑна сӗртӗнесшӗн пулнӑ, мӗншӗн тесен Унран тухакан хӑват пурне те сыватнӑ.
«Тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнме ирӗк парсам», – тесе йӑлӑннӑ вӗсем Ӑна. Сӗртӗнекеннисем вара сывалнӑ.
Иисус, Хӑйӗнчен хӑват тухнине чунӗпе ҫав самантрах сиссе, халӑха пӑхса ҫавӑрӑннӑ та: «Тумтирӗме кам сӗртӗнчӗ?» – тенӗ.
Яла-и, хулана-и – Иисус кирек ӑҫта пырсан та – пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене уҫӑ лаптӑка илсе тухса вырттарнӑ. Вара Иисусран тумтир аркине те пулин сӗртӗнтерме йӑлӑннӑ. Ӑна сӗртӗнекенсем пурте сывалнӑ.
Пӗррехинче, вӗсем Вифсаида витӗр тухнӑ чухне, Ун патне суккӑра ҫавӑтса пынӑ та Иисуса ӑна сӗртӗнме йӑлӑннӑ.
Пӗррехинче Иисус халӑха вӗрентнӗ. Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем те унта ларнӑ. Чирлисем сывалнипе Хуҫа Турӑ вӑй-хӑвачӗ палӑрнӑ.
Вӗсем пурте Иисус вӗрентнине итлеме тата чирӗсенчен сывалма пынӑ. Усал сывлӑш ернипе аптӑракан ҫынсем те пырса тӑнӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Чирлисене Павелӑн ал шӑллийӗпе е саппунӗпе витсен, лешсем сывалнӑ. Вӗсен ӑшӗнчи усал сывлӑшсем те туха-туха тарнӑ.
Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси.