17 Иисус апостолсемпе пӗрле ту ҫинчен ансан тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ. Унта вара Унӑн чылай вӗренекенӗсем тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон таврашӗнчен нумай халӑх пуҫтарӑннӑ.
«Хуйхӑ пулӗ сана, Хоразин! Хуйхӑ пулӗ сана, Вифсаида! Эсир курнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсан, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хурланса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ.
Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Иисус пурне те сыватнӑ.
Кимӗ ҫинчен ансан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вара Иисус, хӗрхенсе, вӗсен хушшинчи чирлисене сыватнӑ.
Унтан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне тухса кайнӑ.
Иисус, халӑх йышлӑн пухӑннине курсан, ту ҫине улӑхнӑ. Вӑл ларсан, вӗренекенӗсем Ун патне пуҫтарӑннӑ.
Апла пулин те Иисус ҫинчен ытларах та ытларах ырӑ ят сарӑлнӑ. Вӑл вӗрентнине итлеме те, чир-чӗртен сывалма та Ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ.
Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Унта Вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ.
Иаков ывӑлӗ Иуда тата Иуда Искариот. Ҫакскер кайран сутӑнчӑк пулса тӑнӑ.
Вӗсем пурте Иисус вӗрентнине итлеме тата чирӗсенчен сывалма пынӑ. Усал сывлӑш ернипе аптӑракан ҫынсем те пырса тӑнӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.